Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Междометисемпе татӑксем ҫумӗнчи запятой (ПП)

Чӑваш чӗлхи пунктуацийӗн тӗп правилисен пайӗ.

55§. Ый, ы-ый, эх, ы-ых, э-э междометисене запятойпа уйӑраҫҫӗ (кӑшкӑру палли лартасси ҫинчен 17-мӗш параграфра ҫырнӑ), сӑмахран: Ы-ых, Сетнер, астӑван, манӑн хӑре эс ҫирӗн! (К. Иванов).

Асӑрхаттарни. Ик-виҫ сӑмахлӑ междометисем хушшине запятой лартмаҫҫӗ: Пирӗн Раҫҫей питӗ пысӑк, ах турӑ, вӗҫӗ-хӗрри ун курӑнмасть, тур ҫырлах (Н. Шелепи).

56§. Пуплев кӗвӗлӗхӗшӗн усӑ куракан ай-ай-ай, ай-хай, и, ой татӑксене запятойпа уйӑрмаҫҫӗ: Ой милӑй Чутикас! (Халӑх юрринчен). Ай-хай хӗн пек ҫӗклесси, ай-хай ҫӑмӑл ӗҫесси! (К. Иванов).

57§. Акӑ (ак), авӑ (ав) татӑксене запятойпа уйӑрмаҫҫӗ: Халӗ ав тимӗрҫӗ те килчӗ ӗнтӗ (Хв. Уяр).


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Çынăм тӳрлетнӗ, информацие 2022-07-10 11:17:59 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 326 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем